Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

К (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Кауччук — Кауччук йатлӑ йӑвӑҫ сухӑрӗнчен хытса пулакан йапала, тепӗр тӗрлӗ реҫинӑ, питӗ нумай тӗрлӗ йапаласем тунӑ ҫӗре кайать.
Капинет — хран — 1) Ҫырмалла ӗҫсем тумалли ӑрасна пӳлӗм; 2) апат ҫимелли ҫуртсенчи, ресторансенчи, ӑрасна пӳлӗм; 3) конститтутсиллӗ патшалӑхсенче — министӑрсен йышӗ, пур министӑрсем пӗрле. 4) пӗр-пӗр науккӑна практиккӑра, лайӑх пӑхса вӗренмешкӗн тӗрлӗ хатӗрсене пӗрле пухнӑ пӳлӗм (хиҫик, хими, тӗнче истори, йе тата урӑх науккӑсен капинечӗсем),
Капкас — Хура тинӗспе Каҫпи тинӗсӗ хушшинче выртакан пысӑк сӑртлӑ ҫӗр. Капкас сӑрчӗсем питӗ нумай тӗрлӗ чавса кӑларакан йапаласемпе пуйан: пӑхӑр, тӑхлан т. ы. Сӑртсенчен йухса тухакан сиплӗ шывлӑ ҫӑлсем нумай. Капкасри Апшерон ҫурострӑвӗ — тӗнчери нехтӑпа пуйан вырӑнсенчен пӗри. Капкасра нумай тӗрле халӑхсем пурӑнаҫҫӗ: круҫинсем, ерменсем, черкессем, перссем, вырӑссем т. ы. Капкасри оплӑҫҫемпе Респупликкӑсем халӗ Сот. Кан. Респ. Сойусӗнче тӑраҫҫӗ.
Каппиттал — лат. — 1) Политтиккӑ еккономийӗ тӑрӑх — хуҫине услам паракан мул, урӑхла каласан, уйрӑм ҫын аллинче тӑнӑ пирки происвотствӑ хатӗрӗнчен експлуаттатси хатӗрӗ пулса кайнӑ хатӗрсем. Каппиттал услам курас ӗҫре икӗ пайа уйрӑлса тӑрать: а) улшӑнми каппиттал — тавар тума кирлӗ хатӗрсем (ӗҫлекен ҫыннисемсӗр пуҫне), ку пай услам памасть; у) улшӑнакан каппиттал — ӗҫлекенсене тара тытма кирлӗ укҫа, ку пай, ӗҫлекенсене ӗҫленӗ хакне пӗтӗмпе парса пӗтермен пирки, каппиттал хуҫине услам парать, происвотствӑ протсесӗнче ӳссе тухать. 2) Карл Маркс политтиккӑ еккономине криттиклесе ҫырнӑ пысӑк кӗнекен йачӗ.
Каппитталис — Каппитталран усӑ курса, хӑй ӗҫлемесӗр пурӑнакан ҫын, пуршуй.
Каппитталисӑм — Хеоталисӑм хыҫҫӑн пуҫланса кайнӑ халӑх хуҫайстви йӗрки. Каппитталисӑм вӑхӑтӗнҫе пур опчӗствӑ икӗ, пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракан лакӑр пулса тӑрать: пӗр йенче йышӑллӑ ӗҫлекенсем, тепӗр йенче нумай мар каппитталиссем. Опчӗствӑри ытти ҫинсем ӑрасна паллӑ клас нулса тӑмаҫҫӗ, йе каппитталиссем йе пролеттариа майлӑ (хӑйсен еккономиккӑ тӑрӑх) пулса тӑраҫҫӗ. Пур етем тӑвакан йапала тавар пулса тӑни, ӗҫ хатӗрӗсем каппитталиссен аллинче анчах пулни тата ӗҫе тара тытса туни — каппитталисӑмӑн виҫӗ тӗп паллисем пулса тӑраҫҫӗ.
Катет, — катетсем, катетсен партти — Конститутсипе темократлӑ парттине кӗскен калани; улпут-хуҫасемпе вӗсен майлисен парттийӗ.
Катталӑк — крек. — Мӗнле те пулин йапаласене тӗрӗслесе ҫырса тухнӑ кӗнеке.
Каттекори — крек, — Расрет; мӗне те пулин сурт тӑрӑх, качӗствӑ тӑрӑх, йе хорми тӑрӑх темиҫе пайа валеҫни.
Каттӑркӑ — Сутпа ирӗксӗр ӗҫлеме йаракан вырӑн, ӗлӗк патша чух айӑплӑ ҫынсеве Ҫӗпӗре ҫӗртен йапаласем чавса кӑларма йанӑ.
Качӗствӑ — Йапалан аванлӑхӗпе начарлӑхӗ, ӗҫе йурӑхлӑхӗпе йурӑхсӑрлӑхӗ, лайӑххипе лайӑх марри.
Кас — Сывлӑш майлӑ, хӑйсен хормӑ ҫук, пур пуш вырӑна та тулма пултаракан йапаласем (воторот, уклекислота, кислорот, асот т. ы.). Питӗ хытӑ сивӗтсе хӗстерсен кассем йӗпе йапала пулса кайаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене халӗ шутсӑр сивӗре те вӗресе пӑсланма пултаракан йӗпе йапаласем тесе шутлаҫҫӗ.
Касак — тут. — Патша Раҫҫейӗнче — Тонпа Урал шывӗсем тӑрӑх ҫеҫен хирте ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан, кирлӗ пулсан пурте лашаллӑ ҫара кайакан ҫынсем. Касаксен хӑйсен тӗрлӗ сакконсем, ирӗксем нумай пулнӑ, ҫӗр ӗҫлес тӗлӗшрен те патша вӗсене ирӗк нумай панӑ, ҫавӑнпа вӗсем патшашӑн хытӑ тӑнӑ, ӗҫлекенсемпе хресченсене те, патша хушнипе, револьутсисем тунӑшӑн нумай асап кӑтартнӑ.
Касамат — хран. — Тӗрме.
Касармӑ — ним. — 1) Салтаксем пурӑнакан ҫурт; 2) пурӑнма аванмар ҫурт.
Касус — лат. — Йӗркесӗр, кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ ӗҫ.
Кассатси — хран. — Кӗҫӗнрех сут прикӑвӑрне улӑштарас тесе аслӑрах учрештенине прошшени пани.
Кассатсиллӗ ӗҫ — Кӗҫӗнрех сут пӗрре пӑхса тухнӑ ӗҫе аслӑрах сут тепӗр хут, прошшени панӑ пирки, пӑхса тухни.
Кассӑ — ит. — 1) Укҫа усракан йенчӗк, арча. 2) учрештенисенче укҫа паракан, йе укҫа илекен вырӑн, пӳлӗм; усрав касси — укҫана сыхласа усрама проччӑн тӳлесе илекен учрештени; пулӑшу касси — пӗр-пӗр сойусӑн, йе ушкӑнӑн членӗсене пушара пулӑшмашкӑн пуринчен те укҫа пухса пыракан учрештени; сотсиалла страхховой кассӑ — учрештенисемпе претприйаттисенче ӗҫлекенсене ӗҫлейми пулсан пулӑщу паракан учрештени. Типпокрахвисенче — тӗрлӗ шрихтӑсен саспаллисене кашнине ӑрасна хума пӗчӗк пӳлӗмлӗ тунӑ йешчӗк.
Камппаньи — хран. — Паллӑ ӗҫе паллӑ вӑхатра ӑраснах пур ытти ӗҫрен те мала хурса, пур вӑй ҫитнӗ таран туса пӗтерме тӑрӑшни (налок пухас камппаньи, советсене суйлас камппаньи т. ы.).
Кантруль — хран. — Камӑн та пулин ӗҫӗсене, йе токкумӗнчесене тӗрӗслени, ревиҫилени.
Кантитат — лат. — 1)Тӗрлӗ суйласа лартнӑ ҫынсен ӗҫне вӗсем ҫук чухне (вилсен мӗн тусан, йе нумайлӑха инҫе ҫӗре кайсан) тумашкӑн суйласа хунӑ ҫын. 2) партти кантитачӗ — парттине кӗме хатӗрленекен ҫын, парттине кӗме йурӑхлипе йурӑхсӑррине пӗлме тунӑ вӑхӑта ирттерекен ҫын.
Каранттин — ит. — 1) Пӗр-пӗр вырӑнта питӗ сикекен усал чирсем пуҫланса кайсан, ҫав вырӑнтан тухса урӑх ҫӗре кайакансене пӑхса, тӗрӗслесе тухакан, йе вуҫех ниҫта та йамасӑр чарса тӑракан учрештенисем; 2) ҫавӑн пек вырӑнта ниҫта каймасӑр пурӑнса ирттернӗ вӑхӑт.
Карантьти — хран. — Пурука; пӗр-пӗр ӗҫ тума сӑмах парсан, панӑ сӑмаха чӑнах та тӑватӑп тесе, салок хуни: шантару.
Кариккаттурӑ — ит. —1) Пӗр-пӗр ҫынна, йе ӗҫе йури кулмалла йенчен кӑтартакан картьтинӑ; 2) ҫын мӗн тунине кулмалла туса кӑтартни.
Карттӑ — хран. — 1) Тӗнчен пайесене (ҫӗре, тинӗссене, патшалӑхсене, пӗлӗте) хут ҫине пӗчӗклетсе ӳкерни; 2) тӗрлӗ кӗлеткесем ӳкернӗ пӗчӗк хут — выльамалли карттӑсем.
Карнисун — хран. — Хулара, йе крепӗҫре ӑна тӑшмансенчен сыхласа пурӑнакан ҫар.
Карйера — хран. — Опчӗствӑ ӗҫӗнче, слушпӑра ӗлкӗрсе асла тухса пыни.
Карйерис — хран. — Ӗҫре ӗҫӗшӗн мар, хӑй валли усӑ курашшӑн анчах тӑрӑшкан ҫын.
Карйерисӑм — Ӗҫӗ малалла кайтӑр тесе мар, хӑйне лайӑх пултӑр тесе анчах тӑрӑшни; слушпӑра аслӑрах вырӑна кӗресчӗ тесе хытӑ тӑрӑшни.
Кавалери — хран. — Утлӑ (лашаллӑ) ҫар.
Кустар — Ал ӑсти; хӑй вӑйӗпе, пысӑк машшинсемсӗрех мӗн те пулин сутма тӑвакан.
Кустарла промышлӗннӑҫ — Кустарсен промышлӗннӑҫӗ, тупӑшлӑхӗ. Паллӑ вырӑнти кустарсем ӗҫлесе тӑвакан йапаласемпе вӗсен тупӑшлӑхӗ.
Кулак — выр. — 1) Йалти куштан пуйан, чухӑнсене тӗрлӗ майпа хӗсӗрлесе хӑй валли ӗҫлеттерсе пурӑнакан ҫын; кулаксем пупсемпе питӗ килӗшше пуранаҫҫӗ — вӗсен ӗҫӗсем пӗр пӗк: иккӗшӗ те хресчене улталаса пусмӑрласа пурӑнаҫҫӗ. 2) Алчӑмӑрӗ, чышкӑ.
Кулиссӑ — хран. — Сченӑ ҫинче икӗ айӑккинчи чалӑшла лартнӑ теккораттсисем.
Культ — лат. — Турӑсене кӗлтумалли йӗркесем, хормиоем. Ваттисен культӗ — такҫан вилнӗ ватӑ, мӗнпе те пулин чапа тухнӑ, асаттесене кӗлтуса пуҫҫапса пурӑнни.
Культтурӑ — лат. — 1) Пӗр-пӗр натсин, йе пӗтӗм етем йӑхӗн вӗренсе, ҫутта тухса, пурӑнӑҫа лайӑхлатас ӗҫӗн ӑнӑҫлӑхӗ. 2) пӗр-пӗр кирлӗ йапалана лартса, пӑхса ӳстерни.
Курс — хран. — Пӗр-пӗр патшалӑхӑн хут вальуттӑ хакӗ; 2) хакӑллӑ хутсен (аксисен мӗнсен) пиршӑри хакӗ; 3) пӗр-пӗр науккӑн мӗнле те пулин шкулта вӗрентекен аслӑшӗ. 4) мӗнлете пулин науккӑна, йе унӑн пайне тӗплесе ҫырнӑ кӗнеке.
Кӑлентар — лат. — 1) Вӑхӑта шутласа пымалли ҫистемӑ, вӑхӑта астрономлӑ йавленисем тӑрӑх ҫулталӑк саманисем улшӑннӑ тӑрӑх, кун-ҫӗр ушӑнса пынӑ тӑрӑх шутласа пыни. Йулиан кӑлентарӗ —(кивӗ ҫтил) — Йули Чесӑр вӑхӑтӗнче тунӑ кӑлентар: ҫӗр хӗвел тӑвра ҫавӑрӑннине тӗрӗс шутласа кӑларман пирки кашни 100 ҫулта 1 кун кайа йулса пынӑ. Вӑл шутпа Раҫҫейре Октапӗрти Револьутси пулаччен вӑхӑта шутласа пынӑ. Крикориан кӑлентарӗ — Римре Крикори паппӑ пулнӑ вӑхӑтра йышӑннӑ кӑлентар (ҫӗнӗ ҫтил): Йулиан кӑлентарӗнчен 13 кун малта пырать. Халӗ мӗн пур тӗнчипе тенӗ пекех ҫӗнӗ ҫтилпе шутлаҫҫӗ. 2) Ҫулталӑкра мӗнле числа мӗн кун пулнипе, хӑҫан мӗнле пӑраҫнӑсем пулмаллине, тата урӑх тӗрлӗ ҫветенисем ҫырса пухнӑ кӗнеке.
Кӑркӑс — Раҫҫейӗн хӗллехи хӗвеланӑҫ йенче, ҫеҫен хирсенче выльӑх усраса пурӑнакан халӑх, халӗ хӑйсен Ахтономлӑ Кӑркӑс Респупликки пур.
Кетӑр — крек. — Хыр майлӑ илемлӗ йӑвӑҫ, чӑрӑш икелли майлӑ кетӑр икелӗ ӑшӗнче вӗтӗ тутлӑ мӑйӑрсем ӳсеҫҫӗ.
Кенерал (Йанрал) — лат. — Револьутсиченхи Раҫҫейре — чи аслӑ чинлӑ чинавниксемпе тӗрлӗ аслӑ охвитсерсем: йанрала хресчен таврашӗ питӗ сайра лекнӗ, пуринчен ытла вӗсем улпут таврашӗ ачисенчен тухнӑ.
Кени — лат. — Питӗ шутсӑр ӑслӑ, йе пӗрпӗр ӗҫе калама ҫук лӑйӑх тума пултаракан ҫын.
Керпари — лат. — Хут хушшине хурса типӗтнӗ, пӗр-пӗр вырӑнтан пухнӑ йывӑҫ-курӑксем.
Керманьи — Тӗнчери вӑйлӑ патшалӑхсенчен пӗри, техниккӑ тӗлӗшӗнчен пуринчен те малта пынӑ, анчах 1914-18-мӗш ҫулсенчи вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗнтерекен патшалӑхсем мӗн пур пек вӑйне сӑхса тӑнӑран, Керманьи халӗ питӗ начарланса кайнӑ. Вӑрҫӑра ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн — Керманьи халӑхӗ Вилькелм патшана кӑларса пӑрӑхса, пуршуаҫилле респупликкӑ тунӑ. Пуршуаҫи кунран-кунах хытӑ хӗсӗрлесе пынӑран, Кермани ӗҫҫынни сотсиал-темократсенчен сивӗнсе, комуниссем майлӑ пулса пырать, револьутси хумӗсем кунран-кунах вӑйлӑланса, аслӑланса пыраҫҫӗ.
Кеокрахви — крек. — Ҫӗр чӑмӑркки ҫинчен, ӑна тӗрлӗ йенчен пӑхса, вӗрентекен науккӑ.
Кеотеҫи — крек. — Ҫӗр ҫийӗн тӗсне йӗрлесе, ӑна карттӑсем ҫине ӳкерессине вӗрентекен науккӑ.
Кеолоки — крек. — Ҫӗр чӑмӑрккин историйӗ ҫинчен вӗрентекен науккӑ.
Кеометри — крек. — Маттематтиккӑн пайӗ: линисен, ҫисенӗн, йапаласенӗн вӑрӑмланас—сарӑлас майӗсем ҫинчен вӗрентет.
Киттай — Аҫин хӗллехи хӗвелтухӑҫ йенчи пысӑк, шутсӑр нумай халӑхлӑ патшалӑх; Промышлӗннӑҫ тӗлӗшӗнчен, культтурӑ тӗлӗшӗнчен ытти тӗнчери халӑхсенчен питӗ нумай кайа йулнӑ.
Кислота — йӳҫӗ; елементсем кислоротпа хутшӑнсан пулакан йӳҫӗ йапаласем.
Килокрам — Пин крам=2 1/2 кӗренке.
Километтӑр — Пин меттӑр=467 чалӑш.
Кильсӑ — ним — 1) Тапак тултарса пирускӑ тума хатӗрлесе хунӑ хут. 2) тарпа пульӑ тултарса патрун тума хатӗрлесе хунӑ кӗпҫе.
Кимӑн — крек. — Мухтав йурри Патшалӑхри управлени характӗрне кӑтартан йурӑ патша чухнехи кимӑн —„Турӑ патшана сыхла", пролеттариат кимӑнӗ — „Инттернатсионал".
Кимнаҫи — крек. — Патша Раҫҫейӗнче пуйансен ачисене вӗрентекен вӑтам шкул.
Кимнаҫттиккӑ — крек. — Орканисӑма тӗреклентермешкӗн ут-пӗве тӗрлӗ ҫистемӑсем тӑрӑх выльатса-хускатса вӑй кӳртсе пымалли майсем.
Кимнаҫтьорккӑ — Ҫийелтен тӑхӑнмалли пиншаклӑ ҫӗленӗ хулӑн кӗпе.
Кинематтокрӑх — крек. — Тӗрлӗ йапаласене, йе пӗр-пӗр йавленине вӗсем хускалса тӑнӑ ҫӗртех питӗ хӑвӑрт вӑрӑм чельльулоитран тунӑ ленттӑ ҫине хоттокрахвилесе пыраҫҫӗ. Ҫав ленттӑна хытӑ ҫутатса ҫуттине екран ҫине ӳкерсен, ленттине пӗрмай шутарса пырсан, екран ҫинче йапаласем хускалнӑ пек курӑнса пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пек карттинсем кӑтартнине, кӑтартакан уҫрештенисене кинематтокрӑх, йе кӗскен „Кино" теҫҫӗ.
Клас — лат. — 1) Етем опҫӗствинче — пурӑнӑҫра, ӗҫре пӗр пек инттерессемпе пӗрлешше тӑракан ҫынсем; 2) шкулсенче — пӗрпек вӗренсе пыракан ачосен ушкӑнӗ, вӗсем вӗренекен пӳлӗм; 3) пӗр типлӑ йапаласен расречӗ.
Клуп — анк. — 1) Пӗр инттереслӗ ушкӑнӑн членӗсем тӗрлӗ ӗҫҫем тума, йе ахаль вӑхӑта ирттерме пухӑнакан ҫурт. 2) Проппакантӑпа акиттатси ӗҫне клуп метточӗсемпе пурӑнӑҫа кӳртме тӑрӑшакан политҫут учрештени.
Клевӗр — ним. Чавка пуҫ, кайӑк пуҫ: утӑ тума акакан курӑксенчен пуринчен те ытла хресчен хушшинче сарӑлнӑ питӗ усаллӑ курӑк.
Клишше — хран. — Пӗр-пӗр йапалан сӑнне хут ҫине нумай екҫемпльар ӳкермешкӗн ҫав йапалан тӗсне йывӑҫ, йе урӑх йапала ҫине пичет пек ӳкерни.
Климӑт — крек. — Паллӑ вырӑнти ҫанталӑк улшӑнӑвӗсенчен пӗрмайах палӑрса тӑракан вӑтам ҫанталӑк; нӳрле (тинӗсле) климӑт — час-часах ҫумӑр ҫуса тӑракан, хӗлле ытла сивӗ мар, ҫула ытла вӗри мар вырӑнсен климӑчӗ типӗ (конттинентла) климӑт — ҫумӑрсем сахал пулакан, хӗлле ытла сивӗ, ҫула ытла вӗри пулакан вырӑнсен климӑчӗ.
Клиниккӑ — крек. — Тухтӑра тухма вӗрентекен шкулсен, чирлӗ ҫынсене пӑхса, вӗренекенсене хӑйсен ӗҫне практиккӑра кӑтартса пыма тунӑ пульнитсӑ.
Клопӑс — лат. — Ҫӗр чӑмӑркки ҫийелтен пӑхсан мӗнле курӑннине кӑтартма тунӑ йапала.
Крахвит — крек. Уклерот тӗсӗсенчен пӗри, сӑрӑ, меттал ҫуттиллӗ, кӑранташ варрисем тӑвакал минерал.
Кратӑс — лат. 1) Сивӗпе ашша кӑтартакан йетинитсӑ; 2) ерехсӑрасен хӑватне кӑтартакан йетинитсӑ; 3) кеометрире ҫаврашкан 360-мӗш пайӗ.
Краттӗр — крек. Вулккансен (вут тухса таракан сӑртсен) ҫӑварӗ.
Краштӑн — Сослови привиллекисене пӗтернӗ опчӗствӑра — опчӗствӑн пур ытти членӗсемпе пӗр пек правӑллӑ членӗ. Краштӑн вӑрҫи — пӗр патшалӑхри классем пӗр-пӗринпе вӑрҫни.
Крам — крек. — Меттӑр ҫистемин йапала йӑвӑрӑшне виҫмелли виҫен йетинитси — Тселҫҫи термометтӑрӗпе +4º купла сантиметтӑр ӑшне тултарнӑ шывӑн йӑвӑрӑшӗ.
Краматтиккӑ — крек. — Чӗлхен сакконӗсемпе йӗркисене тӗплесе вӗрентекен науккӑ: виҫӗ пайа уйрӑлса тӑрат (хонеттиккӑ, морхолоки, ҫинттӑкҫис).
Кранит — лат. Кристалла пӗрчӗллӗ питӗ хытӑ чулсем: уйри шпат, квартсӑ, ҫлута кристалӗсенчен пулса тӑрат, хытӑ, тӗреклӗ пирки тӗрлӗ ҫурт йӗрсем, памӗтниксем тунӑ ҫӗре кайать.
Крушок — выр. — Пӗр-пӗр ӗҫ тума пухӑннӑ, пӗр уставпа ӗҫлекен пӗчӗк ушкӑн.
Крепӗҫ — 1) Тӑшмансем пырса ҫӗмӗресрен вӑрҫӑ техникки тӑрӑх лайӑх хӳтленӗ хула; 2) крепӗҫ вӑхӑчӗ — хресченсем улпутсен аллинче, вӗсен йапали шутӗнче пулса тӑнӑ вӑхӑт, Раҫҫейре 1861-мӗш ҫулччен пулнӑ.
Кретит — лат. — 1) Кивҫен панипе илекен хӑй парӑмне каранттилени; 2) кама та пулин кивҫен парас тӗлӗшрен шанни; 3) пуххалттери кӗнекисем ҫинче — расхутсене ҫырса пыракан сылтӑмйенчи странитсӑ.
Криттиккӑ — крек. — Пӗр-пӗр йапалана, йе происветенине пур йенчен те тӗпчесе, лайӑххипе лайӑх мар йенӗсене кӑтартса пани.
Кристал — крек. — 1) Пӗр тӗрлӗ йапалан хӑй тӗллӗнех пулса тӑракан, таса, симметриллӗ, илемлӗ тӗпренчӗкӗ, сӑмахран: тӑвара шыва йарса ирӗлтерсен, шывне вӗретсе пӑслантарса пӗтерсен, савӑт тӗпӗнче тӑвар вӗтӗ кӗтеслӗ-кӗтеслӗ таса кӗрпе пулса йулать, ҫав пӗрчесем тӑварӑн кристалӗсем пулаҫҫӗ; 2) таса, ҫутӑ, илемлӗ, пӗчӗк йапала.
Криҫис — крек. — 1) Чирсенче — чӑн йӑвӑр, хӑрушӑ вӑхӑт; 2) хӑй хыҫҫӑн пысӑк улшӑнусем тӑвакан сопытьтьи; 3) промыщленнӑҫ криҫисӗ — каппитталисӑмлӑ опчӗствӑра
происвотствӑ анарххийӗ пулнӑ пирки тӗрлӗ таварсене халӑх илме пултарнинчен ытлашши туса тултарнӑран пӗтӗм промышленнӑҫ чарӑнса ларма тӑнӑ вӑхӑт. Каппитталисӑмла опчӗствӑра криҫиссем вӑхӑтран-вӑхӑтран пулсах пыраҫҫҫӗ. 4) Миниҫтерствӑ криҫисӗ — пуршуаҫи патшалӑхӗсенче пур министӑрсем харӑс отставкӑна тухса, тепӗр капинет тунӑ вӑхӑт.
Крим — Кримировкӑ — хран. — Тӗрлӗ краскӑсемпе, суйа ҫӳҫ-сухалсем ҫыпӑҫтарса пите-куҫа паллайми улӑштарса йани, арттиссене питӗ кирлӗ йапала.
Кроккотил — лат. 1) Кӑнтӑрла йенчи, ӑшӑ шывсенче пурӑнакан пысӑк, 10 меттӑр тӑршшӗне ҫитекен, калта; ҫурисене ҫӑмарта туса, ҫӑмартисене вӗри хӑйӑр ӑшне хурса, кӑларать. 2) Пур Раҫҫейӗпе чапа тухнӑ йуморисла шурнал йачӗ.
Квалихвиккатси — лат. — 1) Ӗҫе мӗн чухлӗ йурӑхлине кӑтартса хуни; ӗҫе пӗлнин расречӗ; 2) ушкӑнран ӑрасна уйӑрса хуни.
Кварти — ит. — Чи лайӑх салтаксенчен тунӑ, арминчен ӑрасна правасемпе уйрӑм тӑракан ҫар. Хӗрлӗ кварти — револьутсипе ҫӑлса илнӗ ирӗксене сыхлама хӑйсем ирӗккӗн пухӑннӑ ҫынсенчен тунӑ ҫар. Октьапӗрти револьутси хыҫҫӑнах Раҫҫейри пролеттариата пур тӑшмансенчен те Хӗрлӗ кӑварти сыхласа тӑнӑ. Шурӑ квартьи — револьутсишӗн тӑрӑшакансемпе ҫапӑҫма тӗрлӗ охвитсерсемпе улпут-хуҫасем майлӑ ҫынсенчен пухнӑ ҫар.
Квитантси — хран — Илнӗ тесе алӑ пусса панӑ хут.
Коалитси — лат. — 1) Темиҫе патшалӑх пӗр шухӑш тытса, ӑна тумашкӑн килӗшни; 2) темиҫе политтиккӑ партти пӗр ӗҫе тумашкӑн тунӑ сойус.
Кокс — Сывлӑшсӑр ҫунтарнӑ ҫӗр кӑмрӑкӗ — метталсем шӑратнӑ ҫӗрте питӗ кирлӗ йапала.
Копператтӑр — Копператсире ӗҫлекен, копператси ыйтӗвӗсене ӑста пӗлекен ҫын.
Копператси — лат. — Пӗрлешӳ; темиҫе ҫын хуҫайствӑ тӗлӗшӗнчен усӑ курмашкӑн тунӑ пӗрлешӳ. Копператси темиҫе тӗрлӗ пур: потрепиттӗл копператсийӗ — хӑйӗн членӗсем валли кирлӗ йапаласене йӳне тупса илсе парашшӑн тӑрӑшать; промысла копператсийӗ — тӗрлӗ ал ӑстисем тӑвакан таварсенчен ытларах усӑ курма тӑрӑшать; йал-хуҫайстви копператсийӗ — хресчен хуҫайствин таварӗсене сутса, хресчене кирлӗ таварсем йӳнерех тупса парать; кретит копператсийӗ — укҫа кивҫен парать.
Коппи — лат. — 1) Мӗне те пулин ним улӑштармасӑр, мӗн ҫине пӑхса тунӑ ҫавӑн пекех туса хунӑ йапала. 2) токкумӗнтсене, йе карттинсене ним улӑштармасӑр ӳкерсе илнӗ токкумӗнтсем, йе картьтьинсем.
Котексӑ — лат. — 1) Сакконсене ҫистемӑласа пухса ҫырнӑ кӗнеке. 2) Пӗр ыйту ҫинчен тухнӑ сакконсене пухса ҫырнӑ кӗнеке.
Котьтьровкӑ — хран. — Пиршӑра хут укҫасен хакне кӑтартса пыни.
Космокрахви — крек. — Астрономинчен, кеокрахвирен, меттеоролокинчен илсе кӗскен ҫырнӑ ҫвӗтенисем.
Космопполит — крек. — Космопполиттисӑма хапӑл тӑвакан; тӗнче краштӑнӗ.
Космопполиттисӑм — крек. — Натсионалисӑма хирӗҫ пыракан вӗрентӳ: пур тӗнчери халӑх пӗр патшалӑх краштӑнӗ пек, пӗр тӑван пек пулмалла тесе вӗрентет, анчах харпӑрхӑй патшалӑхне йуратса, уншӑн ҫапӑҫасса пӗтерме тӑрӑшмасть.
Коланти — Йевроппӑн хӗвеланӑҫ йенчи пӗчӗк патшалӑх, йалхуҫайстви ӗҫне лайӑх тунипе чапа тухнӑ.
Коллеки — лат. — Пӗр-пӗр учрештенине тытса тӑракансен ушкӑнӗ: учрештенин пысӑкрах ӗҫӗсене пӗрле пухӑнса шут туса йышӑнать.
Коллектив — Ушкӑн; пур те пӗрлешше пулнӑ ушкӑн; комунӑ.
Коллективлӑ — Пур те, ушкӑнӗпе (пӗр-пӗр йапалана пур те пӗрле ӗҫлесе тунӑ пулсан, ҫав йапалана коллективлӑ ӗҫпе тунӑ йапала теҫҫӗ).
Коллекси — лат. — Хӑш йенчен те пулин инттереслӗ, пӗр йевӗрлӗ йапаласен пуххи.
Колоньи — лат. — 1) Пӗр-пӗр патшалӑхӑн тӗп ҫӗрӗнчен уйрӑм выртакан, урӑх халӑх пурӑнакан ҫӗр. 2) Инҫетрен йут вырӑна куҫҫа ларнӑ йал. 3) Соолокире — пӗр-пӗринпе орканисла ҫыхӑнса тӑракан интивитсен ушкӑнӗ.
Колоньиаллӑ — колоньиаллӑ политтиккӑ — каппитталисӑмла патшалӑхсен колоньисене експлоаттатсилесе, колоньири ҫынсене алӑра тытса тӑмалли йӗркесем. Колоньиаллӑ таварсем — колоньисенчен илсе килнӗ таварсем.
Колоньисатси — Начар культтурӑллӑ халӑхӑн ҫӗрне вӑйлӑ патшалӑх халӑхӗ нумайӑн куҫҫа кайса, хӑйсен аллине туртса илни.
Колоньисатсилени — Куҫҫа ларни; пӗр-пӗр патшалӑх йут ҫӗрте хӑйӗн колоньисем туса хуни.
Комантировкӑ — Слушпӑ ӗҫӗпе инҫе ҫӗре кайса килни; ӗҫе кирлӗшӗн инҫе ҫӗре кайса вӑхӑтлӑ пурӑнса килни.
Комунӑ — лат. — Пӗрле ӗҫлесе, пур ӗҫлесе тупакан йапаласемпе пӗрле усӑ курса пурӑнакан ушкӑн. Париш комунӗ ҫинчен „Париш комунӗ" сӑмаха пӑхмалла.
Комунис — Комунисла парттийӗн членӗ.
Комунисӑм — 1) Маркҫисӑм: етеме етем експлоаттатсиленине пӗтерсе, пур происвотствӑ орутисемпе пур протуктӑсене пӗтӗм ӗҫ халӑхӗ аллине памалла, кашни ӗҫлекентен хӑй пултарнӑ таран ыйтса, хӑйне кирлӗ таран памалла тийекен сотсиалла вӗрентӳ. 2) Комунисӑмла опчӗствӑ йӗрки.
Комунисла Инттернатсионал — „Инттернатсионал" сӑмаха пӑхмалла.
Комунисла парттисем — Пур патшалӑхсенче те ӗҫлекенсен класӗн аванкарчӗ пулса тӑракан ревоальутсилле парттисем, Комунисла Инттернатсионал йертсе пыракан, ӗҫлекенсен класӗн тӗреклӗ, шанчӑклӑ вӑйӗ. Раҫҫейри комунисла партти ҫинчен „Р.К.П." сӑмаха пӑхмалла.
Комунисла револьутси — 1) Раҫҫейре 1917-мӗш ҫулӑн Октьапӗр уйӑхӗнче пулнӑ револьутси; 2) Пӗтӗм влаҫа комунисӑмшӑн тӑрӑшакансен аллине паракан револьутси.
Кометтӑ — крек. — Хӳреллӗ ҫӑлтӑр: хӗвел тавра питӗ тӑсӑк, вӑрӑм еллипсӑ тарӑх ҫавӑрӑнакан йапала, хӑй ҫуттипе, йе хӗвел ҫинчен ӳкекен ҫутӑпа ҫутатать. Ӗлӗкхи тӗттӗм ҫынсем, пупсен сӑмахне ӗненсе, кометтӑсене турӑ йӑвӑр вӑхӑта пӗлтерсе йарат тесе шутланӑ, халӗ астрономсем хӑш кометтӑ мӗнле ҫулта курӑнасса темиҫе ҫул малтан пӗлсе тӑраҫҫӗ.
Комети — крек. — 1) Кулӑшла трамӑ; 2) лайӑх мар йапаласенчен кулса, вӗсене трамӑ хормипе ҫырса кӑтартнӑ происветени.
Комертси — лат. — Сутуилӳ.
Комиттет — лат. — Менле те пулин ӗҫе туса татма, йе орканисатси ӗҫне туса пыма вӑхӑтлӑха, йе пӗрмайах ӗҫлеме суйласа ларнӑ ҫынсем; Ӗҫтӑвакан Комиттет (Ӗҫтӑв-
ком) — Ӗҫлекенсемпе хресченсен, хӗрлӗ ҫар салтакӗсен теппуттачӗсен канашӗсем хӑйсен ӗҫне сйес саланнӑ вӑхӑтра туса тӑма суйласа лартакан учрештени (ҫынсем). Партти Комиттечӗ — партти сйесе хӑй ӗҫне туса тӑма суйласа лартакан ҫынсем (учрештени).
Комиссар — хран. — Канаш Правиттӗлстви хушнипе ӗҫлекен ҫын. Халӑх Комиссарӗ — Халӑх Комиссариачӗн пуҫлӑхӗ.
Комиссариат — 1) Канаш Раҫҫейӗн тӗп ӗҫӗсене туса тӑракан учрештенисем (револьутси пулачченхи шутпа — министерствӑсем). 2) Вырӑнсенче — ҫар ӗҫне пӑхса тӑракан учрештени, Ӗҫтӑвкомсен пайӗ.
Комиҫҫи — лат. — Пӗр-пӗр ыйтӑва пӑхса тухса, татса хума вӑхӑтлӑха суйласа лартнӑ ҫынсем.
Коминттерн — III-мӗш Комунисла Инттернатсионала кӗскен калани.
Комппас — хран. — Хускалса тӑракан макнитланӑ йӗппӗн икӗ вӗҫӗ ҫурҫӗрпе кӑнтӑрла йенӗсене кӑтартса тӑракан хатӗр.
Конккурентси — лат. — Сутуилӳре, йе урӑх ӗҫре темиҫе претприйатти тавлашша ӑмӑртмалла ӗҫлени.
Конкретлӑ — лат. — Татӑклӑ, паллӑ, куҫа курӑнса тӑракан.
Конкрес — лат. — 1) Тӗрлӗ парттисен претставиттӗлӗсем пӗтӗм тӗнчерен пухӑнса тунӑ сйес; 2) вӑрҫӑсем хыҫҫӑн килешӳ тума пухӑннӑ типломатсен сйесӗ; 3) Нумай вӗреннӗ ҫынсен пӗр-пӗр ыйтӑвпа пӗтӗм тӗнчерен пухӑнса тунӑ сйесе.
Комппаньи — хран. — 1) Ушкӑн; 2) Ӗҫе пӗрле тӑвакан промышлӗнниксен, йе сутуилӳ тӑвакансен ушкӑнӗ, пӗрлешӳ.
Конхверентси — Тӗрлӗ ыйтусене калаҫҫа татма пухӑннӑ сйес. Партти конхверетсийӗ — кӗпӗрнесенче, йе уйессенче партти орканисатсийӗн претставиттӗлӗсен сйесӗ.
Конхвискатси — лат. — Пӗр-пӗр айӑпшӑн пурлӑха хыснана туртса илсе пани.
Контуктӑр — лат. — Пойӑссем ҫинче вакуна пӑхса пыракан, вакунти йӗркесене астуса пыракан ҫын.
Контсеҫҫи — лат. — Кама та пулин пӗр-пӗр вырӑнта пысӑк претприйатти туса усӑ курма, правиттӗлствӑпа килӗшше, ирӗк пани.
Контсерт — хран. — Тӗрлӗ мусӑккӑ происветенисене халӑх умӗнче выльаса кӑтартни.
Контрипутси — лат. — Вӑрҫӑра ҫӗнтерекен патшалӑхсем ҫӗнтерӗннӗ патшалӑхсенчен пусмӑрласа илекен укҫа, йе тӗрлӗ йапаласем. Иртнӗ вӑрҫӑра Хрансипе ун майлисем Керманьи ҫине чӑтма ҫук йывӑр контрипутси хунӑ.
Конспиратси — лат. — Вӑрттӑн, пытанса, хӑй ӗҫӗсене никама та пӗлтермесӗр ӗҫлени: ӗлек патша чух пур револьутсиллӗ парттисем те конспиратсилле ӗҫленӗ, мӗншӗн тесен патшапа унӑн улпучӗсем револьутсионерсене, тытнӑ пеккине вӗлерсе, йе Ҫӗпӗре йарса пынӑ.
Конститтутси — лат. — Патшалӑх йӗркин тӗп саккунӗсем.
Конструкси — лат. — Пӗр-пӗр йапалан пайӗсем мӗнле пӗр-пӗринпе ҫыпӑҫуллӑ ларни; йапалан ҫыпӑҫӗвӗ.
Конҫерваттӑр — Кивӗ, кирлӗ мар йӗркесене улӑштармасӑр усрашшӑн тӑрӑшакан ҫын.
Конҫпектӑ — лат. — Пӗр-пӗр ыйтӑва кӗскен, тӗп шухӑшӗсене анчах кӑтартса ҫырни.
Конорар — лат. — Ирӗклӗ прохвеҫҫиллӗ ҫынсене ӗҫҫемшӗн тӳлекен укҫа.
Корисонт — крек. — Йӗри тавра пӑхсан ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ пек курӑнакан вырӑн; ҫын пӗр вырӑнтан пӑхса куракан ҫӗр.
Корреспонтентси — Корреспонтентсем ҫырса йаракан хутсем.
Корппоратси — лат. 1) Опчӗствӑн пӗр инттереспе, пӗр прохвеҫҫипе пӗрлешше тӑракан пайӗ (сӑмахран: тухтӑрсен, вӗреннӗ ҫынсен корппоратсийӗ). 2) Опчӗствӑн ӑрасна уставпа, ӑрасна правасемпе пӗрлешше, орканисатсиленсе тӑракан пайӗ.
Корректӑр — лат. — Типпокрахвисенче — ҫапма хатӗрлекен хутӑн йӑнӑшӗсене тӳрлетсе пыракан ҫын.
Корреспонтент — лат. — Хаҫат-шурналсем валли тӗрлӗ ҫветенисем ҫырса йарса тӑракан ҫын.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-08 21:45:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4434 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем